Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Асамлӑ яту - Стас Владимиров

Юратупа выляма кирлӗ мар

Юратап тесе нихҫан шутламанччӗ,
Капла пуласса ҫавах ӗненменччӗ.
ӳпкелемӗттӗм эп, тусӑм, сана -
ҫунакан чуна ҫӑласчӗ кӑна.
Чунра вӗри юн хуранти пек вӗрет-ҫке -
Вутне хутакан, тусӑм, эсӗ кӑна.
Вут пуҫҫине сивӗ ҫилӗ сӳнтерет-ҫке -
ҫӗнӗрен чӗртсе ярас марччӗ кӑна.

Санӑн яту, чи асамлӑ яту,
Ырӑ куллу, ыр куллу,
Сӑн-сӑпату, чечек евӗр сӑпату -
ҫук, кирлӗ мар ҫухату.

Санӑн яту, чи асамлӑ яту,
Ырӑ куллу, ыр куллу,
Сӑн-сӑпату, чечек евӗр сӑпату -
ҫук, кирлӗ мар ҫухату.

Ак каллех ларан эс сӗтел хушшинче,
Куҫҫулӗ тумларӗ ҫиттийӗ ҫине.
Хӑваратӑн мана чӗре варринче.
Пурнӑҫ ҫулӗ аслӑ - такӑр ҫул ҫине.
Анчах эс шанатӑн, шанатӑн мана,
Мӗшӗн тесен савмӑн урӑх никама.
Каҫ пулсассӑн уйӑх ҫутӑ ҫутатать,
Вӑл та сана, тусӑм, ман пек юратать.

Санӑн яту, чи асамлӑ яту,
Ырӑ куллу, ыр куллу,
Сӑн-сӑпату, чечек евӗр сӑпату -
ҫук, кирлӗ мар ҫухату.

Санӑн яту, чи асамлӑ яту,
Ырӑ куллу, ыр куллу,
Сӑн-сӑпату, чечек евӗр сӑпату -
ҫук, кирлӗ мар ҫухату.

Юратап тесе нихҫан шутламанччӗ,
Капла пуласса ҫавах ӗненменччӗ.
ӳпкелеместӗп эп, тусӑм, сана -
ҫунакан чуна ҫӑласчӗ кӑна.
Чунра вӗри юн хуранти пек вӗрет-ҫке -
Вутне хутакан, тусӑм, эсӗ кӑна.
Вут пуҫҫине сивӗ ҫилӗ сӳнтерет-ҫке -
ҫӗнӗрен чӗртсе ярас марччӗ кӑна.

Санӑн яту, чи асамлӑ яту,
Ырӑ куллу, ыр куллу,
Сӑн-сӑпату, чечек евӗр сӑпату -
ҫук, кирлӗ мар ҫухату...

Чӑваш эстради<Чӑвашла юрӑсен лирики<Стас Владимиров


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-14 23:43:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3699 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем